Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗнесем юрӑ-кӗвӗ итлесе сӗт антараҫҫӗ.
Василий Сорокин сӗт залӗн операторӗнче 3 ҫул ӗҫлет. Кашни ир ӗҫе килет те вӑл юрӑ-кӗвӗ ярать. Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗнесем юрӑ итлесе сет нумайрах антарни пирки вуласа пӗлнӗ.
Василий ытларах хӑй килӗштерекен юрӑсене ярать: «Кино» ушкӑнӗн юррисене, чӑваш юррисене. Хӑш чухне ӗнесене «Тӑван радио» итлеттерет.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Коминтерн» хуҫалӑхра 500 пуҫ вырнаҫмалли пӑру вити уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, унта строительство ӗҫӗсем тахҫантанпах пыраҫҫӗ. 5 ҫул каялла 600 ӗне валли вите хута янӑ, 2 ҫул каялла ӗне сумалли блока хута янӑ.
Хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова палӑртнӑ тӑрӑх, инвестицие 310 миллион тенкӗ хывнӑ. Патшалӑх енчен те пулӑшу пулнӑ: федераци хыснинчен - 8 млн, республика хыснинчен 30 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Халӗ фермӑра 1 ӗнерен ҫулталӑкне вӑтамран 7 пин килограмм сӗт суса илеҫҫӗ. Кӑҫал 6 пин ытла тонна сӗт суса илме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи икӗ яла: Хусанушкӑньне тата Тури Ҫӗрпӳкассине — асфальт ҫулпа ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне йышӑнӑва кайсан асӑннӑ тӑрӑхри хастарсем пӗлсе килнӗ.
Республика ертӳҫи паян йышӑну ирттернӗ. Ун патне Юлия Федорова тата Раиса Соколова пынӑ. Вӗсем икӗ яла ҫулпа ҫыхӑнтарас ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра проектпа смета документацине хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫул сарма хушма укҫа уйӑрас ыйтӑва бюджета тишкернӗ чухне пӑхса тухмалла.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Йӳҫпан ялӗнче ирхине грузовик каялла чакнӑ чухне 65 ҫулти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, вӑл реанимацире вилнӗ.
Машина ГАЗ-53 пулнӑ. Халӗ ҪҪХПИ инспекторӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Эрнекун Хӗрлӗ Чутай районӗнче библиотекарьсем семинара пухӑннӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пухӑннӑ культура ӗҫченӗсем 9 уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, кӑтартусене тишкернӗ. Ҫавӑн пекех библиотекарьсене мероприятисене йӗркелеме тата вӗсене ирттерме усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем пирки каласа панӑ май Ирина Капитонова методист район, республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртнӗ конкурссене мӗнлерех хутшӑнни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Семинарта библиотекарьсене ҫавӑн пекех вулавӑшсене террортан мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен, пӗрремӗш пулӑшӑва мӗнле памаллине вӗрентнӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та таврӑнман.
Владимир Нагоров хӑмӑр куртка, сӑрӑ-ҫутӑ кӑвак кӗпе, сӑрӑ тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, хура калуш, ҫутӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ.
Арҫынна «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те, полицейскисем те шыраҫҫӗ.
Владимир Нагорова шырамашкӑн татах ҫынсем кирлӗ. Хӑйирӗкҫӗсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Мария Кожевникова авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ тӗлне лекнӗ.
Мария 8 класс пӗтерсен Шупашкарти коопераци техникумне вӗренме кӗнӗ, бухгалтер-экономист профессине алла илнӗ. 1940 ҫулта направленипе Хӗрлӗ Чутай районне кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна окоп чавма янӑ. 1942 ҫулта Мария Кожевникова патне вӑрҫа кайма повестка килнӗ. Вӑл Ҫурҫӗр флотне лекнӗ. Киле 1946 ҫулта тин таврӑннӑ. Ҫав ҫулах Валентин Кожевниковпа пӗрлешнӗ. Вӗсем 2 ача ӳстернӗ. Мария Алексеевна - ӗҫ ветеранӗ, 47 ҫул вӑй хунӑ.
Ҫак кунсенче, республикӑра вӗрентекенсен август конференцийӗ пулнӑ чухне, виҫӗ муниципалитета шкул автобусӗсем панӑ. Телейлисен йышне Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел тата Вӑрмар районӗсем кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче автобус кивви вырӑнне ҫӳреме пуҫлӗ. Малтанхи 11 ҫул каяллахиех пулнӑ. Ҫӗнӗ автобусра, киввипе танлаштарсан, лармалли вырӑн та нумайрах.
Ҫак транспортсене 16 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 55 шкул автобусӗ килсе ҫитмелле.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Пантьӑк ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Тӗрӗссипе, ӑна ҫулталӑк каяллах уҫмалла пулнӑ.
Объекта пӗлтӗр авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах подрядчик ӗлкӗреймен. Вӑл каркасне хӑпартнӑ хыҫҫӑн унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн подрядчике 4,5 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Ертӳҫине те 226 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ.
ФАПа тепӗр подрядчик туса пӗтернӗ. Ҫапла вӑл нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑна алӑкне уҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |